Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта чӑваш мультфильмӗсен кунӗ иртнӗ. Килӗсенче ачасем чӑвашла мультфильмсем пӑхнӑ. «Ӑслӑ хӗр», «Уйӑх ҫинчи хӗр», «Улпут лаша пулнӑ пирки», «Тӑлӑх тилӗ», «Йӑван паттӑр», «Мӗнле тӑвас е Куйкӑрӑш» тата ыттине курса вӗсенче мӗн калас тенине ӑша хывма тӑрӑшнӑ. Алина Николаева вӗрентекен пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑхнӑ мультфильмсем тӑрӑх инҫет мелпе ӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. 6-мӗш класри Ульяна Федотова вара курава чӑваш тӗрриллӗ уйрӑм ӳкерчӗк туса, ӑна сӑвӑпа илемлетсе ярса панӑ.
Пултаруллӑ ачасен йышӗнче Алина Николаева ҫаксене асӑннӑ: 5-мӗш класри Дима Ильин, 6-мӗш класри Катя Павлова, Ангелина Васильева, Ульяна Федотова, Игорь Бардасов, 7-мӗш класри Павел Борисов, 8-мӗш класри Дарья Бойкова, Роман Фомин, Августина Семенова, 9-мӗш класри Даниил Степанов. 3-мӗш класри Виталий Фомин Роман пиччӗшӗнчен юлас темен — мультфильм курнӑ хыҫҫӑн хавхаланса ӳкернӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2020» акци иртрӗ. Диктантӑн тӗп тӗллевӗ ытти ҫулхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. Чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тесе йӗркеленӗ ӑна.
Диктанта Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулсенче вӗренекенсем те хастар хутшӑннӑ. Ытти ҫулхи евӗр парта хушшине ларса мар. Килте.
Асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева пӗлтернӗ тӑрӑх, техника енчен чӑрмавсем пулсан та шкул ачисем, ашшӗ-амӑшӗ асламӑшӗсемпе кукамӑшӗсем, вӗрентекенсем Юрий Скворцов ҫырнӑ «Уках хурӑнӗ» хайлав сыпӑкне ҫырнӑ. Текста Владимир Егоров вуланӑ. Ҫыракансем хушшинче Чӑрӑшкасси шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Серебряковсен асламӑшӗ, 73 ҫулхи Нина Серебрякова, ытти ҫулти пекех хастар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗслӗхӗпе ҫамрӑксене хавхалантарнӑ.
Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн стационарне кӑшӑлвирус инфекцине пула хупнӑ. Вӑхӑтлӑха.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, стационара хупма Роспотребнадзорӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗ хушнӑ.
Министерство хыпарлани тӑрӑх ҫакӑ палӑрать: пульницӑн стационарӗнче сипленекенсенчен пӗрин анализӗнче кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. COVID-19 вирус лекнӗ пациента Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.
Кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа Кӳкеҫри пульницӑн стационарӗнче хутшӑннисем хӑйсене чирлине туйманнине пӗлтернӗ. Ҫапах та вӗсенне те анализ илнине ӗнентерет ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫав ҫынсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тума пуҫланӑ. Ку ӗҫе «Дорисс» пурнӑҫлать.
6 ҫухрӑмлӑ ҫул ҫинче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли икӗ каҫӑ пулӗ. Тепри – Хыркасси тӗлӗнче. Пӗтӗмпе ҫак тӗллевпе 56 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
2023 ҫул тӗлне унти ҫул, Хыркассипе Явӑш хушшинче, тӑватӑ полосаллӑ пулмалла. Хыркасси патӗнче вара развязка тума палӑртнӑ.
Халӗ ҫул ҫинче ӗҫ хӗрӳ пырать. Водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. Тата тепӗр пӗр клуба тӗпрен юсӗҫ. Ку тӗллевпе хыснаран 102 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Ҫӗнӗ культура ҫурчӗ Шупашкар райнӗнчи Кармашра, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра тата Комсомольски районӗнчи Тукайра пулӗҫ. Елчӗкри культура ҫуртне вара тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр пилӗк районта – Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел тата Куславкка районӗсенче – ултӑ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ.
2020 ҫулта Чӑваш Енри тӑватӑ ялта культура ҫурчӗ уҫӗҫ. Вӗсене Шупашкар районӗнчи Мӑналта, Канаш районӗнчи Хучелте, Вӑрнар районӗнчи Пӑртасра, Комсомольски районӗнчи Тукайра тума палӑртнӑ. Мӑнал ялӗнче ӗҫсене пуҫӑннӑ та ӗнтӗ. Унта строительсем клуб никӗсӗ валли вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Клуб 150 ҫынлӑх пулӗ.
Кунсӑр пуҫне кӑҫал Елчӗк районӗнчи культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Унта та ӗҫе кӳлӗннӗ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе федераци, республика тата вырӑнти хыснасенчен 101,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.
2019 ҫулта Канаш, Етӗрне, Комсомольски, Патӑрьел, Куславкка районӗсенче культура ҫурчӗсем уҫнӑ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе пӗлтӗр те «Культура» наци программипе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ.
Паян унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Владимир Викторова Шупашкар районӗн пульницин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов ушкӑна ҫӗнӗ тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ.
Владимир Викторов 1999-204 ҫулсенче Шупашкар районӗн пульницинче ӗҫленӗ ӗнтӗ. Вӑл ун чухне стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. 2004 ҫулта ӑна Хулари 2-мӗш стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне лартнӑ. Тепӗр ҫул Хулари стоматологи поликлиникине ертсе пыма тытӑннӑ. 2015 ҫулта вӑл стоматологи специальноҫӗпе диссертаци хӳтӗлесе медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Владимир Викторов 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсӑн 10-мӗшӗччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Енре 3 метан автогаз заправки станцийӗ тума палӑртаҫҫӗ.
Станцисенчен пӗрне «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче Куславкка районӗнче тӑвасшӑн, теприне – «Вятка» автоҫул ҫинче Шупашкар районӗнче, 3-мӗшне – Шупашкарта. Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта тата тепӗр икӗ заправка станцийӗ уҫасшӑн.
Газлӑ мотор топливин пасарне аталантарас тӗллевлӗ патшалӑх программине пурнӑҫласа ҫутҫанталӑк газӗллӗ заправка инфраструктурине сарма кӑҫал республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен 112,8 миллион тенкӗ уйӑрмалла; 2021 ҫулта – 63,8 миллион тенкӗ, ҫав шутра федераци хыснинчен – 60 миллион тенкӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ-ӑшӑтман ҫынсем типӗ курӑк ҫунтарма пуҫланӑ. Анчах ӑна пула пушар тухма пултарнине асра тытмаҫҫӗ ахӑртнех. Республикӑра кун пек тӗслӗхсем пулни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Улатӑрта вӑрман участокӗ ҫуннӑ. Пӗтӗмпе - 90 гектар. Пушар типӗ курӑк ҫунтарнӑран тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Вӑрманти пушара 110 ҫын сӳнтернӗ, 14 техника хутшӑннӑ. Сӑмах май, иртнӗ талӑкра ҫӑлавҫӑсем ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк сӳнтерме 12 хутчен тухнӑ. Кун пек тӗслӗхсем Элӗк, Шупашкар, Канаш, Улатӑр, Патӑрьел районӗсенче, Шупашкар хулинче пулнӑ.
Тӗнче коронавирусран хӑраса ларнӑ вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи ватӑсем акӑлчан чӗлхине ӑша хываҫҫӗ. Ҫак эрнере унта пӗрремӗш заняти иртнӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти «Английский для всех» (чӑв. Акӑлчан чӗлхи пурин валли те) занятие социаллӑ консультаци уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Ирина Серапионова ирттернӗ. Вӗренме пынисем — «Оптимист» клуба ҫӳрекен хастарсем.
Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрти специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ют чӗлхе вӗренни ватӑсемшӗн питех те усӑллӑ. Пуҫ мимине ӗҫлеттернӗ май вӑл ватӑласран пулӑшать.
Акӑлчан чӗлхине пӗчӗкшерӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Ирхи гимнастика евӗр. Сахалшар тата вӗҫӗмех. «Тӑрӑшсан пурте вӗренейӗҫ», — хавхалантараҫҫӗ унта ватӑсене.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |